Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Техника

Ытти чĕлхесенче: eng harvester

Хушнă: Плотников Николай Алексеевич

Кĕртнĕ: 22.02.2013 17:02

Куçарусем сĕннĕ: 1

Шухăшсем: 5

Куçарусем

пуçтаркăч
Автор: pentile | Кĕртнĕ: 08.10.2013 15:21

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Çавăн пекех пăхăр:

Шухăшсем

22.02.2013 17:32Agabazar

Ку термина кăларса тăратни Шупашкарта "Енисей" комбайнсем тума пуçлас хыпарпа çыхăннă пуль-ха...

22.02.2013 20:36Николай Плотников

Аха, çавăнпа :)

08.10.2013 11:28Николай Плотников

«Combine» — çыпăçтар, çыхăнтар, пĕрлештер, хутăштар — сăмахран пулса кайнă. Пĕр механизмра тĕрлисене çыхантарнине тепĕр май пĕлтерет. Пĕр тĕвве пуçтарнă теме те пулать. Чăмăртанă теме пулать.

08.10.2013 11:31Николай Плотников

«объединять» сăмах çывăхрах пуль: чăмăрта, пĕтĕçтер, пĕрлештер, ушкăнла, тачăлат, çирĕплет

08.10.2013 15:20pentile

пуçтаркăч

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех