Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Политика

Хушнă: Agabazar

Кĕртнĕ: 18.02.2013 05:08

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 4

Куçарусем

ĕçлевçĕ
политика ĕçлевçи, культура ĕçлевçи
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 18.02.2013 05:08
Ĕçчен
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ
Автор: Николай Плотников | Кĕртнĕ: 18.02.2013 12:55

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Çавăн пекех пăхăр:

Шухăшсем

18.02.2013 17:45Agabazar

Тĕрĕс, халиччен "ĕçчен" тенĕ, анчах унăн чăн пĕлтерĕшĕ "труджолюбивый". Çавăнпах "деятель" тенине списока кĕртрĕм те ĕнтĕ.

18.02.2013 17:50Agabazar

Тÿрлетÿ: трудолюбивый.

18.02.2013 17:55Николай Плотников

«ĕçчен» сăмах кунта паллă ячĕ пек мар, япала ячĕ пек пырать. Вăл тахçанах чĕлхене кĕнĕ, ăна ман шутпа паллă ячĕ пек кăна никам та палăртмасть.

19.02.2013 18:53Agabazar

"ĕçчен" япала ячĕ чухне те çав пĕлтерĕшпех çÿреме тивĕçлĕ. Ĕçлевçĕ ĕçчен пулмасса та пултарать. Кашни ĕçчен çыннах лайăх ĕçлевçĕ пулаймасть. Результат пĕлтерĕшлĕ: ĕçченнни тунă-и ăна, е ĕçчен марри —пурпĕрех! Хисеплĕ ятсене ĕçченшĕн мар, ĕçне лайăх тунăшăн параççĕ.

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех