Термин пирки кĕскен
Пай: Контактра / ВКонтакте | Çурт тăвăм
Хушнă: Блинов Александр Васильевич
Кĕртнĕ: 28.01.2013 21:41
Куçарусем сĕннĕ: 10
Шухăшсем: 14
Куçарусем
хÿме
Урлăм
Хушса çырни: Урлă+ăм
Хăма
Хушса çырни: Хăма=доска
Урлăлу
Урлăлăм
урлăлăш
*Урлăм
Хушса çырни: Урла (глагол) + ăм (аффикс).
**Урлăм
Хушса çырни: Урлăла (глагол!) + ăм (аффикс). Ну, хăшпĕр сассем тухса ÿкеççĕ....
Чакăл
Хушса çырни: Танл.: Ту-чакăл. Вырăс чĕлхинчи Стена акăлчансен стоун, нимĕçсен штейн сăмахĕсемпе и когнатлă. Сербсен стена/stijena "скала". http://lingvoforum.net/index.php/topic,10865.msg2568988.html#msg2568988
урлăлăх
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Заслон:
- Урлăмлăх (Agabazar (Акапасар))
Стена:
- Хӳме (Виктор)
- Урлăм (Agabazar (Акапасар))
- Чакăл (Agabazar (Акапасар))
- Чĕке (Agabazar (Акапасар))
Шухăшсем
"Хÿме" тени тĕрĕсех, анчах ансăртарах пĕлтерĕшлĕ.
Тав "урлăм" сăмаха сĕннĕшĕн!!! Вăл вара усă курнă е Эсир сĕнетĕр сăмах?
Эп сĕннĕ неологизм тесе шутлăр. Чăваш чĕлхинчи "ур"(земляной вал), "Урлав"(темиçе пĕлтерĕшлĕ) сăмахсем çавăн патне илсе пычĕç.
Ман шутпа "хăма" сăмах вырăнларах, вăл вырăссен "доска" пĕлтерĕшпе çывăх пулсан та - кунта килĕшÿллĕ, Тата пурте ăнланакан сăмах.
КонтактРа, Тетелте "хÿме" теме пулать, анчах çурт стенине апла калаймастăн.
СТЕНА - чăваш чĕлхинче - ÇАТАН , -оштукатуренная плетень - мазанка
аван!
Ур+лă+ăм
чăваш морфологи тытăмне хирĕçле япала пек. Тĕрĕс мар пек.
паллă ячĕ + "-ăм" япала ячĕ пултаракан аффикс.
Вăл аффиксене унашкал черетлесе курин пĕр тĕслĕхĕ те асăма килмерĕ.
Акă тĕрĕс тĕслĕх:
ĕç-хĕл + ăм/ĕм
Сул + ăм >> сулăм
Пул + ăм >> пулăм
Лак + ăм >> лакăм
Тух + ăм >> тăхăм
Пĕр + ăм >> пĕрĕм
Тир + ăм >> тирĕм
Çиç + ăм >> çиçĕм
Урлав (Урлу) сăмах пуррине кура *урла- ĕç-хĕл пулмалла пек чăваш чĕлхинче, анчах текех çук.
Тепĕр сисĕм пур ăшăмра. Ытлашши пĕрпеклĕхрен хăтăлма тăрăшать чĕлхе. Пур япалана та пĕр лексемăна аффиксласа тăкнипе ят пама пулать пулĕ. Стена питĕ ансат сăмах пулнине кура унчченхи чăваш сăмахĕсем уйăрăлса кайнă. Хÿме тени - чăнах та стена, уйрăмах вырăс мар, ытти чĕлхесемпе танлаштарсан курăнать. Ăнлавсене пĕр-пĕринчен уйăрни контекстпа çыхăннă.
Хуралтă хăпартнă вырăнта - никĕс, урай, стена, урлав, тăрлав, хÿме, - пур те кирлĕ, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрассине çăмăллатмалла.
Чăн та, Урлă+Ăм тени йăнăш пулас.
-ăм тени глагол çумне çыпçăнма кирлĕ.
Кунта вара ак çакнашкал пулăмсене асăрхама май пур: Урлă (паллă ячĕ тейĕпĕр) > Урлăла (глагол!) > Урлăла > Урлăл (а) ăм > Урлăлăм. Малалла: Урлă(л)ăм > Урлăм.
Васка > васкăм
Пуçла > пуçлăм
Вула > вулăм
Выля > выльăм
Кунашкал тĕслĕхсене нимĕнле реаллĕ текстсенче тупма май çуккипе пурне те çĕнĕлĕхсем теме тивет пулĕ.
УРЛĂМ тĕлĕшпе тата тепĕр интерпретаци.
УР — япала ячĕ. "Ров" пĕлтерĕш çеç мар, "преграда" пĕлтерĕш те пур пек.
УР > УРЛА (глагол: преграждать!) . Урла+ăм > Урлăм.
Ĕнтĕ ытти вариантсене те сĕнсе пăхрăм, анчах пурпĕрех урлăмшăнах тăратăп. Вăл кĕске те уçăмлă пулнине кура. Ыттисем армак-чармакрах пулнине кура.
Чакăл сĕнсе пăхас. http://lingvoforum.net/index.php/topic,10865.msg2568988.html#msg2568988
Ур — умри чикĕ. Урла =ур+ла. Ума чикелесси. Урлав=урла+ав. Урлам = урла+ăм.
Вăт çакăн пек ăнланмалла.