Термин пирки кĕскен
Хушнă: Блинов Александр Васильевич
Кĕртнĕ: 09.12.2012 18:53
Куçарусем сĕннĕ: 6
Шухăшсем: 5
Куçарусем
эл
Пит
Хушса çырни: Вариант.
Тĕллĕх
Хушса çырни: Тĕл+лĕх
Хут пĕрчи
хутлам
Тетелӗ пичӗ
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Шухăшсем
Ман шутпа, "эл" сăмахĕ ытти нумай сăмахсенче сыпăкпек тĕл пулать: тĕпел, аял, çиел т.ы. - Çавăнпа ăна уйăрма пулать çĕнĕ сăмах туса. Çакăнпек Дягтерев те сĕнет.
«ел» — «сторона» пĕлтерĕшĕ ĕнтĕ кунта... «ен» евĕр. Кĕнекен валли «хутъен» сĕнни пулнă пулас...
Кĕнеки валли "хутьен" сăмахĕ начар тупсăм мар!
Çав вăхăтра "страница" сăмахĕ чăнах та хитре мар курăнать....
Тутарла та пушкӑртла "бит" вӑл пит (ҫыннӑн пичӗ, пит ҫӑмӑрти), тата кӗнекен пичӗ - пит "бит". Ҫыннӑн пӗр пит пур. Кӗнекен пин пит пур. Ҫывӑх чӗлхесенчен, тӗрӗк чӗлхесенчен айта тӗслӗх илер - страницӑна ПИТ тейер. Тӗслӗхсем. Кӗнекен 234 пит пур. А4 питпе пичетсе пар.