Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Компьютер

Термин çăлкуçĕ: хран. parole

Хушнă: Анатолий Миронов

Кĕртнĕ: 29.04.2014 01:25

Куçарусем сĕннĕ: 4

Шухăшсем: 9

Куçарусем

Вăрттăн сăмах
Автор: Николай Плотников (хăй ăсталанăскер) | Кĕртнĕ: 03.05.2014 13:15
пассворд
Автор: Agabazar (хăй ăсталанăскер) | Кĕртнĕ: 17.09.2014 16:18
кӗме сӑмах
Автор: Alparuh | Кĕртнĕ: 02.01.2016 12:48
Вӑрттӑн паллисем
Автор: SVR81918 | Кĕртнĕ: 20.11.2023 19:31

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Шухăшсем

02.05.2014 08:34Alparuh

Пароль - ит., фр. чĕлхисенчен "сăмах" тесе куçать

03.05.2014 15:40Agabazar

"Пароль" текен ЧĂН ЧĂВАШЛА сăмах чăваш чĕлхинчен хĕртнĕ тимĕрпе хăваланине ÇАВ ТЕРИ (!!!) ПЫСĂК йăнăш тесе шутлатăп. Тÿрре кăларма çук ниепле те!!!!!!

03.05.2014 23:48Agabazar

Пароль вăл, калапăр Тетелте, СИМВОЛСЕН ПУХХИ. Вăл нимĕнле сăмахпа та çыхăнмасса пултарать.

04.05.2014 00:55Николай Плотников

Акапасар. Ку сайт — терминсем ăсталамалли вырăн. Хăшĕпе усă курассине çынсем татса парĕç. «Пароль» хăварас тесен — вĕсен ирĕкĕ. Анчах ку сайт терминсен сĕнĕвне кăтартма тивĕçех.

Сăмах май каласшăн: тархасшăн, терминсем патне çавăн пеккинех ан кĕртĕр-ха. Эп скрипт шайĕнче хупса хутăм, эсир çăлтăр лартса кĕртетĕр. Ку вырăн — терминсем ăсталамалли. Çавăн пеккинех хăварас килет пулсан — ан кĕртĕр кăна.

04.05.2014 14:44Agabazar

Пароль, калăпăр, ак çапла пулма пултарать: 8hfbw76#nfy49*kj6501kj . СĂМАХ-И КУ, Е СĂМАХ МАР-И?

04.05.2014 14:48Agabazar

Юрĕ, çаплах хăварас тесен ним те лартмăпăр. "По умолчанию" текен принциппа килĕшÿллĕн.

06.05.2014 12:20Николай Плотников

Ну вăл компьютер ĕмĕрĕнче — символсен пуххи. Ахаль чухне — сăмах. 8hfbw76#nfy49*kj6501kj: ку тĕслĕх — сăмах. Унта хисеп паллисем пур пулсан та компьюершăн вăл сăмах. Енчен те «8hfbw 76#nfy 49*kj6501kj» пулнă пулсан — сăмах майлашăвĕ.

06.05.2014 13:59Agabazar

Пароль вăл пароль. Урăх ним те мар.

17.09.2014 16:17Agabazar

Сăмах - ворд, пароль - пассворд. Ворд≠Пассворд.

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех