Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Компьютер | Интернет / Тĕнче тетелĕ

Ытти чĕлхесенче: eng bug deu Programmfehler, Bug tur bug fin bugi

Хушнă: pentile

Кĕртнĕ: 14.08.2013 14:31

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 4

Куçарусем

нăрă
Автор: mirontoli | Кĕртнĕ: 18.01.2014 01:27
Хушса çырни: Акăлчанларан калька пулсан та вăл шӳтлĕ те кăсăклă термин.
пакă
Автор: mirontoli | Кĕртнĕ: 18.01.2014 01:34
Хушса çырни: Чылай чĕлхере акăлчан самăхне усă кураççĕ, анчах та хăй евĕрле теççĕ. Чăвашла çырсан вăл "ПАКĂ" пулать. :)

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Шухăшсем

16.08.2013 13:54Николай Плотников

«йăнăш» темелле ĕнтĕ ăна...

16.08.2013 16:34pentile

йăнă вăл йăнăш, баг — вăл кăшт урăхла маншăн

16.08.2013 16:45Николай Плотников

çавах йăнăш вăл. :) Сăмахран пуртăна тимĕртен мар, ылтăнран тусан вăл çавах пуртах юлать :), уйрăмлăхĕ-пахалăхĕпе çеç кăшт урăхларах пулĕ.

Ытти халăхсен çулĕпе каймалла мар (юрĕ, уйăрччăр вĕсем уйрăммăн «баг»-а), пирĕн чăваш шухăшлавĕпе тумалла — чăваша тӳрех ăнланмалла пултăр.

18.01.2014 01:25mirontoli

Акăлчанла bug нăрă пĕлтерет: http://samah.chv.su/s/%D0%BD%C4%83%D1%80%C4%83

 

Халăх "нăрă" нумай шӳтлесе каласан, вăл лайăх термин пулса тăвайать.

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех