Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Тĕн

Хушнă: Agabazar

Кĕртнĕ: 13.08.2013 22:41

Куçарусем сĕннĕ: 6

Шухăшсем: 6

Куçарусем

Пуканлăх
Автор: pentile | Кĕртнĕ: 14.08.2013 14:39
халăх тĕнĕ
Автор: Николай Плотников | Кĕртнĕ: 16.08.2013 13:52
паганлăх
Автор: pentile | Кĕртнĕ: 14.08.2013 14:35
суя тĕн
Автор: Николай Плотников | Кĕртнĕ: 16.08.2013 13:52
Çырулăхсăр тĕн
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 16.08.2013 15:48
Чăн тĕн
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 16.08.2013 16:56

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Çавăн пекех пăхăр:

язычник:
- Ыр-хаярçă (Agabazar (Акапасар))
- Нумай турра ӗненекен (SVR81918)

Шухăшсем

16.08.2013 13:53Николай Плотников

Кунта икĕ пĕлтерĕш пур: ахаль термин тата пĕр-пĕр тĕн урлă хаклани: пĕрремĕшĕ — халăх тĕнĕ, иккĕмĕшĕ — суя тĕн.

16.08.2013 16:32pentile

Николай, халăх тĕнĕ (пирĕн тĕнĕ) пĕрре те "язычество" мар! Ку вăл пуппа советла пропаганди кăна!

16.08.2013 16:32pentile

Чăваш тĕни — суя тĕн мар.

16.08.2013 16:32pentile

Чăваш тĕни — суя тĕн мар.

16.08.2013 16:41Николай Плотников

«суя тĕн» ăнлав — ытти тĕнсен куçĕпе пăхсан. Чăваш тĕнĕ, паллах, суя тĕн мар, анчах православишĕн, сăмахран — суя тĕн (мăсăлмансемшĕн: «неверные»).

Эп çакна çеç палăртасшăн — «язычество» терминăн икĕ ăнлав пур: пĕри «суя тĕн», тепри «халăх тĕнĕ»

«Çырулăхсăр тĕн» каймасть, мĕншĕн тесен вĕсене чылайăшне çырса хунă. Пирĕн чăваш халăх тĕнĕ те çырулăхсăр мар — кĕллисене, йăли-йĕркисене хут çине çырнă.

16.08.2013 16:55Agabazar

Хут çине уни-куни çыркаласа хуни —çырулăхлине пĕлтермест. Мĕншĕн тесен унашкал япаласен сăваплă вăйĕ çук. Вĕсене никам та çирĕплетмен. Эппин ахаль çын шута илмессе те пултарать. Çырулăх вăл —Авеста, Библи, Коран... Тата çавăн пекех Талмуд пеккисем те (Ăна та ятарласа çирĕплетнĕ).

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех