Термин пирки кĕскен
Пай: Чĕлхе пĕлĕвĕ
Хушнă: Agabazar
Кĕртнĕ: 11.05.2013 20:13
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 8
Куçарусем
Ирçе тата мăкшă чĕлхисем
Ирçе-мăкшă чĕлхи
Хушса çырни: "Коллективла" сăмах кунта. Чĕлхисем мар, чĕлхе (ача-пăча сăмах пек). Ирçе-мăкшă - собирательнăй термин пулмалла.
Мордва чĕлхисем
Хушса çырни: Вариант.
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Шухăшсем
Чăваш чĕлхинче «мордва» вырăнне «мăкшă» усă курма йышăннă пулас: Мăкшă республики.
И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна-Кушки таврашĕнче ытларах ирçесем мар, мăкшăсем пурăннаççĕ. Мордва вырăнне мăкшă теесси çавăнтан пуçланнă пулмалла.
тата «мăкшă» сăмах М саспаллирен пуçланать :)
Мăкшăсем е ирçĕсем маларах килсе вырнаçнă çак çĕрсене?
Мордва Республикин территорийĕнче малтан мăкшăсем пурăннă. Вăл вăхăтра ирçесем Окапа Сăр хушшинче (хальхи Чулхула облаçĕн сылтăм çыран пайĕ, центрĕ— Арзамас) пулнă. Каярахпа ирçесене кăнтăралла хĕссе кăларнă, мăкшăсем патне.
"Мăкшă республики" вара политика енчен епле курăнĕ?
Тĕрĕссипе чăваш чĕлхин, шел те, политикăлла пĕлтерĕш çукрах. Чăвашла мĕнле калани никама та пит чышсах каймасть. Мордва сăмаха пирĕн йышăнасах пулать пуль.
Кунта çапах та ИКĔ чĕлхе пирки сăмах пырать. Пĕр чĕлхе мар.