Термин пирки кĕскен
Хушнă: Блинов Александр Васильевич
Кĕртнĕ: 21.04.2013 07:20
Куçарусем сĕннĕ: 2
Шухăшсем: 16
Куçарусем
курма
Курмав
Хушса çырни: Телекурав тетпĕр пулсан курмав та пулималла (-в чăваш чĕлхинчи чи тухăçлăсăмах тăвакан аффикссенчен пĕри)
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Шухăшсем
Курма - инфинитив, инфинитивран чăваш чĕлхинче нихăçан та япала ячĕ тума пулмасть, чĕлхе ку формăна йышăнмасть, искусствăлла тунă сăмах пулĕ, чĕлхе практикине нихăçан та кĕмĕ.
"Курмалли" теме вара пулать, мĕншĕн тесен курмалли причасти чăваш чĕлхинче япала ячĕ вырăнне çÿреме пултарать. Ку чĕлхе саккунĕ. Эсир, çак сайтра ĕçлекенсем, чĕлхе наукине те, практикине те пăхăнасшăн мар. Вĕренÿ институтĕнче сирĕн сайт ĕçне сÿтсе яврĕç, ăна япăх хак пачĕç, мĕншĕн тесен чĕлхе нормисене пăсса çĕнĕ терминсем тăвасшăн эсир. Пустуй ĕç пулса тухма пултарать.терĕç.
Тĕрĕссипе, видео сăмах вăл Африкăра та видео, ăна мĕншĕн пач пĕлмен сасăсен купи туса хумалла?
Видео - япала ячĕ. Япала ятне хăçан инфинитивпа ылмаштарни пур? Нонсенс!
Инфинитивран пулнă япала ячĕсем: каçма, вырма, пусма, тăрма, ларма (улах), кустăрма, юрма, туртма...
Аксар хăта, кунта никам та хăйне хăй юлашки инстанцири чăнлăх хуçи тесе шутламасть. Чĕлхе нормисене те Атте Турă, Çÿлхуçа ăсталамасть. Нормăсене пирĕн пек çынсемех тăваççĕ. Нормăна пăснă пек туйăнсан, кăтартчăр, сайта кĕме никама та чармаççĕ пулинех.
Тĕрĕссипе, видео тата ауди тенисени чăвашлатни мана та килĕшсех каймасть. МĔНШĔН ТЕСЕН ВĂЛ СĂМАХСЕН ЧĂВАШЛĂХĔ КАПЛА ТА ÇИТЕЛĔКЛĔ.
Тÿрлетÿ: чăвашлатни сăмаха хăлăпкапа хупмалла: "чăвашлатни".
ма - аффикспе Дягтерев мана çĕнĕ сăмахсене тума сĕннĕ. Ман шутпа вăл питĕ хитре тата вырăнлă сăмахсем.
Чăвашлатни пирки вара - тĕрлĕ чĕлхесем тĕрлĕрĕн ют сăмахсене хăйсен чĕлхисене кĕртеççĕ... Акăлчан, итальян, вырăс чĕлхисем питĕ нумай унпек сăмахсене "юратаççĕ", ыттисем вара (хрансус, турккă, финн, исланд т.ы.) асăрхануллă йышăнаççĕ. Чăваш чĕлхи хăш майпе каяс пирки пирĕн шухăшлас пулать...
ИНФИНИТИВРАН ПУЛНĂ ЯПАЛА ЯЧĔСЕМ: чÿклеме, çиме, тĕкме, пÿлме, сиктĕрме, çĕртме, ĕçме, хÿме, кÿме, ĕçме-çиме,....
Тĕрĕсех, Акапасар!
-ма аффикслă инфинитивран ПУЛНĂ ЯПАЛА ЯЧĔСЕНЕ ак çакăнта палăртнă:21.04.2013 14:03
Тĕрлĕрен пуплев пайĕнчи сăмахсем я.я. куçни —СУБСТАНЦИВАЦИ (Чăваш чĕлхи. Энциклопеди словарĕ).
Аксар, мĕнле те пулин, йĕркелле калаçма Сире сĕнетĕп, Сирĕн шухăшсем пĕртен пĕр мар... Хур туса пĕри пĕрне ÿкете кĕртеймĕпĕр. Миçе çын çавăн чухлĕ шухăш!
«Курма» чăн та йывăрлăхсем тăратаканскер: запустил видео — курма ятăм (те курас тесе янă, те видео янă...), çавăнпа та чăн та «курмав» лайăхрах та пулĕ. Çав вăхăтра паян усă курнисене сивлемелле мар пуль: тĕслĕхрен, курмаюрă (курмавюрă — япăхрах...).
Аксар çине те сиксех ан ӳкĕр-ха. «Нормăсене пирĕн пек çынсемех тăваççĕ» пулин те çĕнĕ чĕлхе тума кирлĕ мар — çак процесс майĕпен пымалла. Кашни термин халăха ăнланмалла пулмалла*. Чăваш сăмахĕсене ăнланас тесе вулаканăн словарьпе ларма кирлĕ мар (унашкалли вăл ман шутпа пушшех те сиен кӳрет).
__
* — мĕн унта ытлашши аппаланасси? Аффикссем çитмесен çĕнĕ йышши аффикс та тума пулать-çке! Кам пире чарать? Анчах вăл аффикса малтан çынсене ăнлантарса парас пулать — вăл аффикспа пулнă сăмахсене тӳрех ăнланма пултарччăр. //хальхи чăваш чĕлхинчи аффикссемпе усă курни ăнланмалла терминсем ăсталама май парать.
Николай, килĕшетĕп, çавăнпа эпир кунта сÿтсе явса чăваш чĕлхине "нормализацилес" тетпĕр ха. Никам та кунта чăваш чĕлхирен ют чĕлхе тăвасшăн мар. Ăна пурте ăналаççĕ. Аксар çине никам та сикмест... анчах йĕркелĕ калаçма ун та вĕренмелле - тĕм те пĕр каланиччен!!!