Термин пирки кĕскен
Ытти чĕлхесенче:
Хушнă: pentile
Кĕртнĕ: 19.04.2013 03:24
Куçарусем сĕннĕ: 2
Шухăшсем: 10
Куçарусем
Хăлхахуппи
наушник
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Шухăшсем
АТЬĂР-ХА ВЫРĂСЛА КĂНА!!! Акăлчан чĕлхеллине вара «ытти чĕлхелли»-сен шутĕнче паратпăр! // кунта вырăс чĕлхине юратни мар, йĕрке пулмаллишĕн — аттук пĕрешкел терминсем кĕртсе тултарма пулать!!!
килĕшместĕп.
"Headset" вырăсла мĕнле пулать??
Эпир кунта "вырăсларан" куçармастпăр кăна, çĕнĕ терминсем хайлатпăр. Пире Ма посредник кирлĕ??
*мĕншĕн
Килĕшместĕн пулсан — ху сайт ту!!! Хăвна килĕшекеннине.
Посредник çинче мар кунта, пĕр термин нумайланса кайма пултарнинче. Пĕри "Headset" тет, тепри "Гарнитура" тет, виççĕмĕшĕ "Гарнитура (Headset)" тет. Пĕр теминах, анчах хăшĕнче куçарăвне кĕртмелле тет? Йĕрке пулмаллишĕн çапла тунă.
pentile:"Эпир кунта "вырăсларан" куçармастпăр кăна, çĕнĕ терминсем хайлатпăр." ВĂТ ÇАКĂ ШУТСĂР ТĔРĔС ВАРА!!!
Анчах та ку темĕнле чĕлхене юратни-юратманнипе пачах та çыхăнман.
Терминсем ăсталанă чухне вырăс чĕлхи çинех таянма тивет. Анчах ТĔНЧЕ ОПЫТНЕ те шута илмелле.
"Headsetren" ним пĕлтерĕшĕ те юлман...
Headset "пуçна (хута) яр" тенине пĕлтерет-и вăл вара?
headset — пуç çине тăхăмалли "микрофнопа headphones" \ "headphones" \ bluetooth
Ну вара «гарнитура» — капла улăштарсан тивĕçтерет-и?
headset пуçвалли хатĕрĕсем тесе куçарма пулать, анчах акăлчан чĕлхинчен ытла моделлĕ чĕлхе тумалла мар, мĕншĕн тесен вăл питĕ омонимлă чĕлхе вара пăтраштарать питĕ... Калăпăр, ман шутпа, гарнитура тесе куçарнă вырăс сăмахĕ акăлчан варианчĕпе питĕ килĕшÿллĕ. Çав вăхăтра чăвашла мĕнте пулин тупсан питĕ лайăхччĕ. Акăлчансем çав сăмахпа усă курас умĕн пит шутламан мĕнле каламаллине - ăнлавĕпе çыхăнтарнă та хальчен усă курман сăмаха - çĕнĕ сăмах пулса кайнă вĕсен... Питĕ нумай çавнашкал япала пулса кайнă, кирзовые сапоги вырăс чĕлхини - КИРовский ЗАвод сăмах çуралнă вара мĕнле ăна куçарас?