Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Компьютер

Ытти чĕлхесенче: eng launcher

Хушнă: Плотников Николай Алексеевич

Кĕртнĕ: 29.03.2013 22:29

Куçарусем сĕннĕ: 1

Шухăшсем: 4

Куçарусем

Тапратавçă
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 02.04.2013 23:54

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Шухăшсем

29.03.2013 22:32Николай Плотников

Запускатор — пĕр-пĕр программăна тапратмалли программа: вăл çĕнетӳсене тĕрĕслет; унпах хăш-пĕр ĕнерлевсене тума пулать. Хăш-пĕр запускаторсем маларах программăпа çыхăннă хыпарсене те кăтартаççĕ. Вырăсла ăна Лаунчер теççĕ, тата «Запускатор» (вырăслатасшăн пулнă пулинех) тĕл пулать.

29.03.2013 22:38Agabazar

Ку ĕнтĕ Денис Гордеев "шоу" тата "савăнăç" сăмахсенчен "шоунăç" туса хунипе пĕрех!

30.03.2013 00:49pentile

XD

18.01.2014 03:24mirontoli

Launcher, Запускатор. Акăлчанла та вырăсла вăл активлă пек, çын пек. Ку улталать пек туйăнать - çавăнпа "....авçă" сĕнни пур. Тĕрĕсле шухăшласан, launcher вăл хăй нимĕн те тумасть. Вăл старт, пуçламăш анчах. Пуçлакан программа, тапратакан программа. Вăл предмет анчах: тапрату, программа пуçламăшĕ...

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех