Термин пирки кĕскен
Пай: Ӳнер
Ытти чĕлхесенче:
Хушнă: Плотников Николай Алексеевич
Кĕртнĕ: 28.03.2013 11:44
Куçарусем сĕннĕ: 4
Шухăшсем: 5
Куçарусем
Халăх пултарулăхĕн театрĕ
Ăсталăх тулашĕнчи театр
Хушса çырни: е «профессиллĕ мар театр»
Ятарлă пĕлӳ илмен артистсен театрĕ
Хушса çырни: Г. Дегтярёв сĕннĕ куçару
Уявхÿшĕ театр
Хушса çырни: Мĕтри Юман çине таяннă
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Самодеятельный театр:
- Халăх пултарулăхĕн театрĕ (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- юратавçăлла театр (Agabazar (Акапасар))
Художественная самодеятельность:
- Халăх пултарулăхĕ (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- Илемлĕ пултарулăх (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- Уявхÿшĕ илемлĕх (Agabazar (Акапасар))
- Уявхÿшĕ (Agabazar (Акапасар))
Шухăшсем
Халăх пултарулăхĕ=Народное творчество. Кирилл Лавровăн театр-кино енĕпе пачах та ятарлă пĕлÿ пулман. Галина Вишневская консерватори пĕтермен. Ăсталăх тулашĕнчи? — Ăнланмастăп!
Любительство=Самодеятельность=Дилетантство. Зельдович академикăн ВĂТАМ ПĔЛŸ ("хут татки") те пулман! http://ether-wind.narod.ru/Diletanty.htm
Çав Amateur текенни чăваш чĕлхинчи "ĕмĕтри" сăмаха аса илтерет.
«Ăсталăх тулашĕнчи? — Ăнланмастăп!»
Килĕшетĕп, йăнăш куçару //анчах вариант пек юлтăр
Кунта хальхи самана пирки сăмах пырать. Малтан, тен, чăн та ятарлă пĕлӳ илменнисем ку тĕлĕшпе ĕçленĕ пуль, анчах хальхи вăхăтра профессиллĕ театр пур тата ятарлă пĕлӳ илмен артистсен театрĕ. Вăл артистсем хушшинче те, тен, професси илнисенчен те ăстараххисем пур, анчах терминологи (хальхи пурнăç) вĕсене пĕчĕкрех шайра кăтартать: ятарлă пĕлӳ илмен артистсен театрĕ.
Çав "Уявхÿшĕ" тенине Мĕтри Юман "Театр" сăмах вырăнне усă курма сĕннĕ (1923). Профессионал мар артистсем йĕркеленĕ театр е çавнашкалрах тытăм пирки çапларах калама май çук-ши? Мĕн тесен те, ку та хăйне майлă еткер вĕт!