Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Çар

Хушнă: Виктор

Кĕртнĕ: 27.03.2013 21:26

Куçарусем сĕннĕ: 2

Шухăшсем: 8

Куçарусем

казак-терĕш
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 27.03.2013 22:02
казаксем
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 29.03.2013 20:01

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Шухăшсем

27.03.2013 21:55Agabazar

Ĕнтĕ ку япала та политика пулса тăчĕ иккен. Самана.

28.03.2013 00:33pentile

хусахлăх

28.03.2013 00:34pentile

хусах çарĕсем

28.03.2013 00:52Николай Плотников

Хусахлăх — авланмасăр пурăнас йăла;

Хусах çарĕ — казаческое войско, казачество мар.

29.03.2013 20:00Agabazar

Ман шутпа, чăваш чĕлхинче "казак" сăмахпа хурăнташлисем çаксем пур: 1)Хусах; 2)Хăрах; 3)Хурах. Юлашки иккĕшĕ —РОТАЦИЗМЛĂ вариантсем.

29.03.2013 22:25Николай Плотников

Хурах — преступник — казаксемпе çыханман ман шутпа. //этимилоги словарĕ ал айĕнче çук :(

30.03.2013 23:10Agabazar

Тутар чĕлхинчен килнĕ пулмалла. Хурах< Карак< (тут.)< Кара (Кур) (Р.Ахметьянов). "Казак" çав йĕрсемпех пыма пултарнă. Половецсен чĕлхинче "Дозор", "Стража" пĕлтерĕшсемпе çÿренĕ. Тĕплĕн чат тĕрĕс палăртнă этимологи çук.

30.03.2013 23:25pentile

хусах.

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех