Термин пирки кĕскен
Хушнă: pentile
Кĕртнĕ: 27.03.2013 18:57
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 8
Куçарусем
Аллани
Аллав
сӗрни
Хушса çырни: кирлӗ сӑмаха шыра е сӗр (процеживать, фильтровать). Сӗт пекех.
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Фильтр:
- Ала (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
сбросить фильтрацию:
- Алланине пăрахăçла (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- алланине силле (pentile)
- Аллава пăрахăçла (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
Шухăшсем
аллани мар-и?
Ала>Алалани>Ал(а)лани>Аллани. Яланах çапла каланине илтнĕ. Урăхла мар.
Танлаштарма. Çум> Çумăм> Çумăма> Çум(ă)ма> Çумма;
Ум> Умăм> Умăма> Ум(ă)ма> Умма
Ала = просеивать; ала = решето. Алани = ала (ĕçхĕл) + н+и. Икĕ «л» çук унта.
«аллани»-не катертрĕм (йăнăш вăл)
Хотя йăнăшатăп пулас :( «ала» — диалект иккен, «алла» — литература чĕлхи. Каялла тавăр вара тархасшăн.
"Ала" -на пĕр харăсах глагол та, япала ячĕ те тесе шутласан "алани" пулать. PS: Тавăртăм.
Çук, кунта пĕр-пĕрне ăнланманлăх сăлтавĕ — турисем (пирĕн тăрăхра) «алла» вырăнне «ала» теççĕ. Хăнăхнă термин мар, çавăнпа эп ăна йăнăш пуль тесе шутларăм. //«ала/алла» ĕçхĕлпе эп пĕремĕш хут мар йывăрлăха лекетĕп :)