Термин пирки кĕскен
Хушнă: Плотников Николай Алексеевич
Кĕртнĕ: 27.03.2013 16:20
Куçарусем сĕннĕ: 3
Шухăшсем: 9
Куçарусем
Евитлев
пĕлтерчĕк
Хушса çырни: forum.chuvash.org-ра усă куртăм
хыпарлав
Хушса çырни: Вариант.
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
сервис обмена сообщениями (skype, jabber):
- пĕлтерÿсемпе ылмашăнмалли сервис (Agabazar (Акапасар))
- Çыру ылмăшăвĕн хĕсмечĕ (pentile)
- çыру çӳретмелли сервис (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
- пĕлтерӳ çӳретмелли сервис (Плотников Николай Алексеевич (Аçтахар))
Шухăшсем
«Пĕлтерӳ» тенипе ытларах «обяъвление» пуçа кĕрет. Ун вырăнне урăх термин тупмалла.
ОбЪявление=пĕлтерÿ, Сообщение=пĕлтерÿ. Информационное сообщение=информацилле пĕлтерÿ. Лексика уйĕ чат вырăссенни пек пулмасан та юрать. Кирлĕ-тĕк контекстран тавçăрса илмелле. Курăпăр унта.
Хăш-пĕр вырăнта сообщени (пĕр-пĕр çын мĕн те пулин çырнă текст) те пур, пĕлтерӳ (реклама ăнлава çывăхскер) те пур — контексран уйăрма питĕ йывăр ун пек чухне. Çавăнпа та урăх термин кирлĕ.
çыру
+1
"Послание Главы Республики Михаила Игнатьева Госсовету" —" ...... Канашне янă Çыру"
«Çыру» сăмахпа эп кăшт-кашт усă куркаланăччĕ-ха... Анчах вăл та ытлашшиех тивĕçтермест пек... «Шухăш» теме пулать (çырни вăл çав-çавах камăн та пулин пĕр-пĕр шухăшĕ-çке), анчах ăна «комментарий», «отзыв» валли хăвармалла пулĕ тетĕп.
«Послание Главы Республики...» — кунта та урăх май тупăнманран «çыру» сăмахпа усă курнă пулас... Тен, шырасан, «послание» валли те пĕр-пĕр тивĕçлĕ сăмах тупăпăр :)
«çыр» ĕçхĕлтен пĕртен пĕр «çырмак» тума пулать пулас — ытти аффикссемпе пулакан сăмахсем уйрăм пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă ĕнтĕ.