Термин пирки кĕскен
Пай: Вĕренӳ
Ытти чĕлхесенче:
Хушнă: Виктор
Кĕртнĕ: 16.03.2013 11:57
Куçарусем сĕннĕ: 5
Шухăшсем: 5
Куçарусем
пĕтеркĕч
Шкулташ
Хушса çырни: шкултан вĕренсе тухнă çын
Вĕренсе тухакан
Хушса çырни: Шкултан вĕренсе тухакан ача
Вĕçлевçĕ
Вĕçлевĕç
Хушса çырни: Ассоциацисем: Вĕçле Вĕç; Вĕçлев Ĕç.
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Çавăн пекех пăхăр:
Выпускной вечер:
- Вĕçлевçĕсен каçĕ (Agabazar (Акапасар))
Шухăшсем
Мĕн пĕтерет вара вăл? Шкула тĕп тăвать-и? //Тӳре-шара чылай шкула пĕтерчĕ ĕнтĕ... çавнашкалли-ши?
«Выпускник» термина эпĕ икке пайланă пулăттăм: пĕри вĕренсе тухма хатĕрленекен; тепри — шкултан вĕренсе тухнăскер (вĕсем темиçе çултан шкула пухăнма пултараççĕ).
Çакăнта "к" саспалли сиксе юлнă.
ПĔРРЕМĔШ ШУХĂШ ПИРКИ. Çакă пĕтĕмпех тап-таса психологи! Акă "Ирсĕр" сăмах. Ир+сĕр. Мĕн вăл "ир"? Утро. "Тот, у которого отсутствует... утро". Анчах пирĕн пуçра кунашкал шухăшсем çуралмаççĕ. Пирĕн мимере урăхла матрица.
"Шкулташ": 1)пĕр шкулта вĕренекенсем пирки; 2)пĕр шкултан (тĕрлĕ çулта!) вĕренсе тухнисем пирки. (ХАЛЬ вĕренсе тухакансем валли те сăмах кирлĕ-тĕр).
Пĕтеркĕчĕн чăн çитменлĕхĕ акă мĕнре. Вăл чăннипе ПĔТЕРЕКЕННИНЕ мар, ПĔТЕРМЕЛЛИ ХАТĔРЕ пĕлтерет пулмалла.