Термин пирки кĕскен
Пай: Ытти терминсем
Хушнă: Виктор
Кĕртнĕ: 10.03.2013 19:31
Куçарусем сĕннĕ: 2
Шухăшсем: 3
Куçарусем
тăтăш пулăмсем
регулярлă ĕçтăвăмсем
Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).
Шухăшсем
Мĕн-ха вăл "регулярные" тени? Умлăн-хыçлăн, ПĔР ИНТЕРВАЛПА пулса пыни. Тăташ е апла мар — çакăн кунта пĕлтерĕшĕ çук.
Мĕншĕн вара çук? Тăтăш (часто, систематически пулакан япала). Паллах пĕтĕм пĕлтерĕш валли уйрăм сăмах тупаймăпăр... сăмах май каласан ни хăш чĕлхере унпекине тупаймастпăр, çавăнпа пур сăмахсемпе усă курса пурăнмалла.... калăпăр, пирĕн аттесем пĕчĕк чухне "аэроплан" тесе каланă, халĕ вара пурте "самолёт" сăмахĕпе усă кураççĕ... Самолёта пĕтĕм вĕçекен хатере калама пулатччĕ çке...
Регулярный - регуле (правило, йĕрке) сăмахран пулса кайнă... латин чĕлхинчен килнĕ сăмах вăл
Тăтăш пулăм — регулярные события. «Тăтăш» сăмахпа килĕшетĕп, анчах мероприяти ман шутпа «пулăм» мар.