Терминсене кӗртнӗ чухне скобкӑра ӑнлантарса пама кирлӗ мар! Аттук пӗрешкел терминсене сайт курмасть!

Термин пирки кĕскен

Пай: Географи

Хушнă: pentile

Кĕртнĕ: 27.02.2013 14:22

Куçарусем сĕннĕ: 1

Шухăшсем: 7

Куçарусем

Ленинград урамĕ
Автор: Agabazar | Кĕртнĕ: 27.02.2013 14:58
Хушса çырни: Московский проспект=Мускав проспекчĕ

Сĕннĕ куçарусем сирĕн кăмăла каймаççĕ е сирĕн ăнăçлăрах вариант пур пулсан — çĕннине сĕнме пултаратăр (малтан сайта кĕмелле).

Шухăшсем

28.02.2013 00:06pentile

Шупашкарти "аслă" тÿресем урăхла шухăшлаççĕ. Намăс.

http://vk.com/photo2508620_297468390

http://vk.com/album2508620_170572276

26.03.2013 20:57Николай Плотников

Шупашкарти урам ячĕсене тахçанах куçарнă, çирĕплетнĕ. Мĕн ма пустуй ĕç тăвас?

26.03.2013 21:09pentile

Тĕрĕс мар куçарнă, тĕрĕс мар çирĕплетнĕ, тĕрĕс мар усă кураççĕ.

26.03.2013 22:15Николай Плотников

Пĕлсех калаттăр-и-ха ĕнтĕ? http://comissi.chv.su/node/34 — Ленинград урамĕ. Пĕр-пĕр уйрăм çын хăйне пĕлнĕ пек çырса çапни — пур япалана тепĕр хут хускатни пулмалла мар ĕнтĕ.

Ыйтăвĕ кунта — çав вывескăсемшĕн кам яваплă пулнинче. Çак канашлу сайчĕн мар.

26.03.2013 22:43pentile

Тĕрĕс, Ленинград урамĕ, килĕшетĕп.

Вара ак кунта пăх-ха.

http://vk.com/photo2508620_297468390

http://vk.com/album2508620_170572276

Сăмах урăх çинчен пырать: "Шупашкарти тÿре-шара йĕркеллĕ çырма та пĕлмест". Намăс. (Вĕсен намăсси те çук).

26.03.2013 22:48pentile

Сÿтсе явни çак канашлура та пултăр мшпа.

26.03.2013 23:57Николай Плотников

Куртăм. Хăшĕ-пĕри вĕсенчен тахçанхиех. Шупашкар урамĕн ячĕсене комисси вĕсене епле куçарнинче йĕрке çуккине кура пăхса тухнă, йышăннă. Йышăннă пулин те маларах çакнисене халь те улăштарман. Яваплисем унта тӳре-шара та мар пулĕ, вырăнти ЖКХ евĕрлисем.

//резонанслă вырансене анчах улăштарнă пулас. Сăмахран, «Ярославель урамĕ» пеккисене.

 

Сӳтсе явасси пирки — вĕсем çине вăхăта пустуй тăкаклани, канашлури вырăна пустуй усă курни кирлех-ши? Кирлĕ тесе словарьти пĕтĕм термина кĕртме пулать. Анчах ман шутпа «Ленинград урамĕ» евĕр терминсене (йышăнни, тĕрĕсси пур чухнех) канашлупа усă курассине йывăрлатать çеç — весем чăрмантараççĕ!!!

Сайт пирки

Ку сайта чăвашла терминсем ăсталама хута янă. Кунта эсир çĕнĕ терминсем сĕнме, терминсем валли чăвашла вариант шырама тата вĕсене сӳтсе явма пултаратăр.

...тĕпленрех