Терминсен онлайн канашлăвĕнче туллин ĕçлес тесен сирĕн сайта кĕме тивет.
Маларах эсир сайтра çырăнман (регистрациленмен пулсан) — регистрациленĕр: сылтăмри меню пайри «Сайта кĕр» каçăпа куçăр та «Регистрацилен» çине пусăр.
Сирăн ума регистрациленмелли хурмă тухса тăрĕ, çырса тултарăр: ята, вăрттăн сăмаха (икĕ хут), электронлă адреса. Пĕр анана та пушă хăвармалла мар. Малалла «Пĕтĕмпех тĕрĕс» пускăч çине пусăр.
Сире тĕп страницăна куçарĕç — анчах хальхинче сирĕн сайтра регистраци пур, çавăнпа та «Сайта кĕр» страница çине куçсан тинтерех регистрациленнĕ ятпа варттăн сăмаха çырсан сире сайта кĕртĕç.
Пулчĕ те теме юрать — сайтра эсир туллин ĕçлеме пултаратăр: терминсем кĕртме, куçарусем сĕнме; хăвăр шухăшăра пĕлтерме.
Анчах ĕçлеме пуçлас умĕн хăвар çинчен туллирех информаци кĕртме сĕнетпĕр. Ун валли сылтăмра çĕнĕрен йĕркеленнĕ каçăпа усă курмалла: «Сайтçă: ХХХХХ» (ХХХХХ вырăнне сирĕн ят пулĕ). Унта куçсан эсир хăвăрăн информацие курма пултаратăр, анчах хальлĕхе вăл сахал-ха — хушма «Информацие çĕнет» каçă çине пусăр.
Кунти хурма, асархарăр ĕнтĕ, самай анлăрах — эсир чăн ятăра, чăвашла ятăра (пур пулсан), çуралнă куна кăтартма пултаратăр. Çавăн пекех сĕнетпĕр сăнӳкерчĕк вырнаçтарма, чăваш чĕлхин пĕлӳ шайне кăтартма — ку вăл сире хаклама май парĕ. «Тĕп пĕлӳ» анара эсир хăш енпе пĕлӳ илнине кăтартма (ку вăл ăçта вĕреннине кăтартмалли ана мар!) пултаратăр. Ĕç вырăнне, вырăс тата чăваш чĕлхисемсĕр пуçне тата менле чĕлхе пĕлнине кăтартма пулать. Ытти информацие «Хушса çырни» пая кĕртме май пур.
Кĕртнĕ информацие тĕрĕсленĕ хыççăн (йăнăшсем ан пулччăр) «Информацие çĕнет» пускăч çине пусăр та сире каллех хăвăрăн страницăна куçарĕç.
Чăвашла пĕлни пайри пунктсем çинче тĕплĕнрех чарăнас килет:
• «пĕлместĕп» — ку чăвашла пĕлменсем валли (ку страницăна вулакан пĕлетех ĕнтĕ);
• «ăнланатăп» — ку чăвашла калаçăва ăнланакан çынсем валли;
• «калаçатăп» — ку çын чăвашла пĕлет, анчах чăвашла çырма вĕренмен (сăмахран, вырăс шкулĕнче вĕреннĕрен);
• «çыратăп» — ку çын шкулта вĕреннĕ, çырма та вулама та пĕлет;
• «ятарлă пĕлӳ илсе» — пĕр-пĕр вĕренӳ заведенийĕнче чăвашла факультет пĕтернине пĕлтерет;
• «чăваш чĕлхипе ĕçлетĕп» — ку çын хăйĕн пурнăç çулне чăваш чĕлхипе ĕçлеме суйланă, ăна ăсчахсен суйламалла.
Çак ĕçсене тунă хыççăн эсир сайтра туллин ĕçлеме пултаратăр.
Видео-урок
Ыйту-хурав